Ырă ĕç тăвакан — хăй те ырă куракан
Ыр сунакан — хур курмасть, ыр тăвакана ырри каялла таврăнать. Чăваш Енре çакнашкал çынсем нумайлансах пыраççĕ. Вĕсен шутĕнче çамрăксем те, аслăрах çулхисем те. Сăмах волонтерсем пирки пирки пырать. Ырă ĕç тăвакансем паянхи кун чăнласах та паттăрсемпе пĕр тан. Вĕсенчен нумайăшĕ Раççей йышне кĕнĕ çĕнĕ регионсенче тăрăшаççĕ. Правительство çуртĕнче республикăри ыр кăмăллăх ĕçне аталантарас енĕпе лару иртрĕ.