Мускав студенчĕсем – Чăваш Енре

Мускав студенчĕсем – Чăваш Енре. Вĕсем тĕп хуламăрта «Ĕçрен те пысăкрах» проектпа килĕшӳллĕн професси ăсталăхне аталантараççĕ, çĕнĕ хăнăху алла илеççĕ. Çамрăксене Чăваш Ен мĕнпе тыткăнланине Юлия Адюкова репортёр каласа парĕ. Бауман ячĕллĕ университетăн 10 студенчĕ çак кунсенче «Экра» предприятире электроэнергетика объекчĕсене автоматизацилекен тытăмăн программисен тивĕçтеревĕпе паллашнă. Вĕсем хăвăрт майпа ирттерекен хатĕрленӳ урлă та тухнă. Студентсем чылай производствăра пулса курнă, анчах Чăваш Енри предприятири пек лайăх ĕç условисене вĕсем курманнине палăртрĕç. Çамрăксен йышĕнче Шупашкарта çуралса ӳснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан Антон Паймин та пур. Çак çул çӳрев хыççăн унăн тăван тăрăха таврăнас шухăш та çуралчĕ. ИВАН ФИЛИППОВ: «Бауман ячĕллĕ университетра ăс пухакан студентсем çак кунсенче тĕрлĕ хăнăхтарусем пурнăçлаççĕ. Унсăр пуçне вĕсем Чăваш Ен илемĕпе паллашма пултараççĕ». Студентсем валли йĕркеленĕ культура программине Чăваш наци музейĕнчи экспонатсемпе паллашассине те кĕртнĕ. Аваллăха упракан вырăн çамрăксене чăваш халăхĕ мĕнле пулса кайнине пĕлме пулăшрĕ. «Сурпан пĕрле» акци пуçарăвĕ, тĕрлене Чăваш Ен тата Раççей карттисем те яш-кĕремпе пикесен кăсăкланăвне çуратрĕç. Бауман ячĕллĕ университетăн студенчĕсемпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи çамрăксен политикин управленийĕн ертӳçи Иван Филиппов та тĕл пулчĕ. Çавра сĕтел тавра вĕсем проектсемпе аталану программисене тишкерчĕç. Чăваш эрешĕсемпе ăсталанă парне вара студентсене шурă Шупашкарта ирттернĕ вăхăта аса илтерĕ. ОЛЬГА КУШМАНОВА: «Тĕрлеме вăхăт нумай кирлĕ, ку узорсене туса вĕсем, паллах, Чăваш Енĕн тĕрри çинчен пĕлеççĕ, вĕсене вăл перкетлекен узор пулса тăрĕ. Кăна, паллах, вĕсем пĕрле илсе каяççĕ. Чăваш Ене аса илеççĕ пулĕ тесе шутлатăп».



18 августа 2023
13:56
Поделиться